Çутă çул
+25 °С
Ясно
Пулса иртни
11 Августа , 05:53

Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм «усӑллă» инвестици хывассишӗн хваттерсӗр тӑрса юлнӑ

Октябрьский хулинче пысӑк ултав пирки полицие вырӑнти 50 ҫулти хӗрарӑм заявлени ҫырнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем инвестици сӑлтавӗпе унран 7 миллион тенкӗ ытла вӑрланӑ.

Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм «усӑллă» инвестици хывассишӗн хваттерсӗр тӑрса юлнӑПушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм «усӑллă» инвестици хывассишӗн хваттерсӗр тӑрса юлнӑ
Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм «усӑллă» инвестици хывассишӗн хваттерсӗр тӑрса юлнӑ

Октябрьский хулинче пысӑк ултав пирки полицие вырӑнти 50 ҫулти хӗрарӑм заявлени ҫырнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем инвестици сӑлтавӗпе унран 7 миллион тенкӗ ытла вӑрланӑ.

Икӗ уйӑх хушшинче усал шухӑшлӑ ҫынсем «инвестици менеджерӗсем» тесе паллаштарнӑ май хӗрарӑм патне куллен шӑнкӑравласа популярлӑ инвестици платформин приложенине вырнаҫтарма ӳкӗтленӗ. Тахӑш самантра вӑл килӗшнӗ.

Приложени вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн унпа каллех ҫыхӑннă, биржа суту-илӗвӗнче ӗҫлесе илме пуҫлама сӗннĕ. Кун валли укҫана тӳрремӗнех мар, посредниксем урлӑ куҫармалла пулнӑ. Хӗрарӑм пӗтӗмпе темиҫе миллион тенкӗлӗх тӑватӑ куҫару тунӑ.

Унтан ултавҫӑсем паллӑ компанин акцийӗсене хывма сӗннӗ, пысӑк кредит илме, ҫавӑн пекех хваттерне сутма ӳкӗтленӗ. Укҫан пӗр пайне аферистсен парни курьера панӑ, ыттине асӑннӑ счетсем ҫине куҫарнӑ.

Ултавҫӑсем каллех кредит илме ыйтсан банк пысӑк парӑм тиевне пула хӗрарӑма хирӗҫленӗ. Вара «инвестици менеджерӗсем» хутшӑнма пӑрахнӑ. Тепӗр эрнерен ҫеҫ шар курнӑскер мӗн пулса иртнине ӑнланса полицие ҫитнӗ тесе пӗлтернӗ Пушкӑртстан МВД.

«Ултав» статьяпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: архив | «Башинформ» ИА.

https://www.bashinform.ru/news/law/2026-08-10/zhitelnitsa-bashkirii-lishilas

 

Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм «усӑллă» инвестици хывассишӗн хваттерсӗр тӑрса юлнӑ
Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм «усӑллă» инвестици хывассишӗн хваттерсӗр тӑрса юлнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас