

Уфара шкултан вӗренсе тухнӑ 18 ҫулти хӗр ултавҫӑсен парни пулса тӑнӑ, сакӑр миллион тенкӗ ытла ҫухатнӑ, вӗсенчен ултӑ миллиона яхӑн унӑн ашшӗн пулнӑ.
Республикӑри МВД пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпех мессенджерти пӗлтерӳрен пуҫланнӑ: усал шухӑшлӑ ҫынсем илсе ҫитерекен служба тесе хӗре СМСри кода калама хистенӗ. Унтан Центробанкӑн суя представителӗсем ӑна 145 пин харпӑр перекетне «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ. Каярахпа ФСБ псевдосотрудникӗсем хута кайнӑ, вӗсем шкул ачине уголовлӑ майпа хӗсӗрлессипе хӑратнӑ. Вӗсем хӗснипе вӑл 200 пин тенкӗлӗх кредит илнĕ, ашшӗн ултӑ миллиона яхӑн пуххине тата криптовалютӑна миллион ҫурӑ тенкӗлӗх куҫарнӑ. Ултав ҫинчен калакан статьяпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.