

Уфара пурӑнакан 58 ҫулти арҫын интернет урлӑ автомобиль туянма тӑнӑ чухне ултавҫӑсен парни пулнӑ. Арҫын усал шухӑшлӑ ҫынсене 2 млн тенкӗ ытла куҫарнӑ.
Полицире арҫын онлайн-площадкӑра автомобиль сутни пирки пӗлтерӳ курнине, сутуҫӑпа ҫыхӑннине каласа кӑтартнӑ. Ҫыру ҫӳретесси мессенджерта малалла тӑсӑлнӑ, унта туянаканпа автомобиль турттаракан компанин менеджерӗ ҫыхӑннӑ имӗш.
Арҫынна «ҫӑраҫҫипе» машина туянма сӗннӗ. Автомобиль хакӗ таможня урлă иртнине тата Уфана илсе килнине шута илсе 1 млн тенкӗ ытла пулнӑ. Килӗшӗве йӗркелеме усал шухӑшлӑ ҫынсем электронлӑ почтӑна документсем янӑ.
Ҫав кун уфимец 450 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ун хыҫҫӑнхи кунсенче ултавҫӑсем тӗрлӗ сӑлтав тупса укҫа ыйтма пӑрахман, арҫын вӗсене тата 1,5 млн тенке яхӑн куҫарнӑ.
Унтан унпа компанин тепӗр ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ имӗш. Вӑл патшалӑх пошлинине тата тӳлемеллине пӗлтернӗ, тивӗҫлӗ документ янӑ. Шар курнӑскер тӑванӗсенчен укҫа кивҫен илсе тата 400 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Ултавҫӑсем таможня хӑтлавӗпе ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем пулнине пӗлтерсен, черетлӗ сумма ыйтсан арҫын ултава сиснӗ те полицие ҫитнӗ.
Пӗтӗмӗшле сиен 2 млн тенкӗрен иртнӗ. РФ УК 159 статйипе «Ултав» уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Полицире граждансене интернет урлӑ пысӑк туянусем тунӑ чухне асӑрхануллӑ пулма сӗнеҫҫӗ. Укҫа куҫарас умӗн сутуҫа, илекенӗн докуменчӗсемпе реквизичӗсене тӗрӗслеме, ҫавӑн пекех тавара илме шантармасӑр паллӑ мар ҫынсене пысӑк суммӑсем куҫарма сӗнмеҫҫӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-09-09/zhitel-ufy-perevel-moshennikam-bolee-2-mln-rubley-pri-pokupke-avtomobilya-480743