

Усал шухӑшлӑ ҫын 77 ҫулти уфимецран пакет илнӗ, унта телефон ултавҫисем хӗтӗртнипе пенсионер хӑйӗн мӗнпур перекетленĕ укçине — 1 миллион та 550 пин тенке — хунӑ тесе пӗлтерет ПР МВД пресс-служби.
Преступниксем паллӑ схемӑпа ӗҫленӗ. Телефонпа ФСБ ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ хыҫҫӑн аферистсем пенсионера унӑн ячӗпе доверенноҫпа пӗр ҫын хӑйӗн банк счечӗ ҫинчен пухнӑ укҫана туслӑ мар ҫӗршыва куҫарма хатӗрленнине пӗлтернӗ.
Унтан телейсӗр уфимец ҫине шӑнкӑравсен кӗрлевӗ йӑтӑнса аннӑ. Ҫав шутра банкри суя ӗҫченсенчен те, вӗсем ун ячĕпе ултавҫӑсем кредитсем илнĕ имĕш. Кивҫен илмелли заявкӑсене хупас тесен вара пӗтӗм укҫана васкавлӑ «хӑрушлӑхсӑр» счет ҫине куҫармалла.
Юлашкинчен усал ҫынсем аптратса çитернĕ пенсионер банка вӗҫтернӗ, мӗнпур перекетне хывнă, курьерпа тӗл пулса ӑна купюрӑсемпе пакета тыттарнă.
Вӑхӑт иртсен тин, кӑштах тӑна кӗрсен, ватӑ ҫын хӑйне тискеррӗн улталанине ӑнланса илнӗ. Вара вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑр полицие пулӑшу ыйтма кайнă.
Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем курьера тытса чарнӑ. Вӑл Давлекан районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти арҫын иккен. Допросра вӑл кураторсем хушнипе пенсионертан укҫа илсе Менделеев урамӗнче вырнаҫнӑ криптообменник офисне панине ҫирӗплетнӗ. «Ӗҫшӗн» процент евӗр вӑл хӑйне валли 10 пин тенкӗ хӑварнӑ.
Тытса чарнӑ ҫын тӗлӗшпе ултавӑн уйрӑмах йывӑр тӗсӗшӗн уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статья (РФ УК 159-мӗш статйин 4-мӗш пайӗ) вунă ҫул таран ирӗксӗр хӑварма, миллион тенкӗ таран штрафлама палӑртать. Унсӑр пуҫне курьерӑн улталанă çынна пурлӑх сиенне пӗтӗмпех саплаштарма тивӗ.
Укҫана ҫӑмӑллӑн касма юратакансен ҫакна пӗлмелле: вӑрланӑ пӗтӗм укҫа калӑпӑшне тӳлесси пирки гражданла тавӑҫпа тытса чарнӑ курьертан ыйтаҫҫӗ. Курьер сӑлтавӗсем, имӗш, вӑл «пакета ахаль куҫарнӑ», преступлени ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлмен, йышăнмаҫҫӗ. Ултавлӑ схемӑна йӗркелекенсене тупаймасан та ӗҫ тӑвакан — курьер суд йышӑнӑвӗпе пурлӑхпа хуравлать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР МВД иллюстрацийӗ.
https://resbash.ru/news/pravo/2026-09-21/v-ufe-zaderzhali-kuriera-pohitivshego-u-zhertvy-svyshe-1-5-milliona-rubley-4822006