

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров социаллӑ сетьсенче Стерлитамакри чрезвычайлӑ пӑтӑрмах пирки ӑнлантарса панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хулара «Солнечный» суту-илӳпе сервис комплексӗнчи пушара пӗтересси малалла пырать. Вырӑнта Раҫҫей МЧСĕн пушар расчечӗсем, республикӑн чрезвычайлӑ лару-тӑру Патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех ытти оперативлӑ тата васкавлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
Регион ертӳҫи уҫӑ ҫуннине пӗтерме май килнине уҫӑмлатнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗнчен 17 ҫынна эвакуациленӗ, вӗсенчен тӑваттӑшне госпитализациленӗ, вӗсене кирлӗ пулӑшу параҫҫӗ. Республика пуҫлӑхӗ инкеке пула тӑватӑ ҫын вилнине хурланса пӗлтернӗ, вӗсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чунтан хурланнине пӗлтернӗ.
Унсӑр пуҫне Радий Хабиров паян вырӑнта чрезвычайлӑ лару-тӑру комиссийӗ пухӑнассине палӑртнă. Пур яваплӑ ҫынна та трагеди тепӗр хут ан пултӑр тесе ҫывӑх вӑхӑтра ҫакнашкал центрсене тӗрӗслеме хушу панӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР МЧС пресс-служби.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-09-22/glava-bashkirii-soobschil-o-zhertvah-pri-pozhare-v-tsk-solnechnyy-v-sterlitamake-4823343