

Стерлитамакра 77 ҫулти вырӑнти хӗрарӑм ФСБ тата Федераци казначействи ячӗпе ӗҫлекен телефон аферисчӗсен парни пулса тӑнӑ. Усал шухӑшлӑ ҫынсем ватӑ хӗрарӑма хӑратас тактикӑпа усӑ курса 1,6 миллион тенке яхӑн туртса илнӗ.
Ултав схеми мессенджерта шӑнкӑравланинчен пуҫланнӑ. Палламан ҫынсем хӗрарӑма унăн счечӗсенчен террористсен организацийӗсене укҫа куҫараҫҫӗ имӗш тенĕ. «Иккӗленӗве» сирес тата перекетленĕ укçине упраса хӑварас тесе пенсионеркӑна вкладсене укҫалла тӳлесе пӗр-пӗр «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ. Психологи тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ хӗснипе хула хӗрарӑмӗ мӗнпур инструкцие пурнӑҫланӑ, банкоматсем урлӑ 1 миллион та 599 пин тенкӗ ярса панӑ.
Ҫакӑнпа преступниксем чарӑнса тӑман: вӗсем кредита илнĕ имӗш тепӗр миллиона куҫарма ӳкӗте кӗртме хӑтланнӑ. Анчах ҫак самантра хӗрарӑм ырӑ мара сиснӗ, хӗрӗпе канашламаллине пӗлтернӗ. Ҫак йышӑну ӑна юлнӑ укҫана ҫӑлса хӑварма пулăшнă.
Раҫҫей МВД Стерлитамак хулинчи управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ултав пирки уйрӑмах пысӑк виҫепе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Преступниксен сӑн-сӑпатне палӑртаҫҫӗ. Полици аса илтерет: правӑна сыхлакан органсемпе патшалӑх тытӑмӗсенче ӗҫлекенсем укҫа-тенке нихӑҫан та ют счетсем ҫине куҫарма ыйтмаҫҫӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-09-22/v-bashkirii-pensionerka-otdala-moshennikam-1-6-mln-rubley-4822643