Полицие Уфара пурӑнакан 59 ҫулти арҫын пынӑ. Ултав схеми арҫын «Госуслугăри» аккаунтран тухнӑ чухне кил чатне йыхрав йышӑннӑ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. «Пÿртĕн аслинчен» ҫирӗплетӳ кодне илсе ӑна ярса парсан вӑл харпӑр кабинета ҫӗмӗрни пирки пӗлтерӳ курнӑ.
СМС номерӗпе тепӗр хут шӑнкӑравласа пенсионер Роскомнадзорӑн суя ӗҫченне лекнӗ, вӑл ӑна «Центробанкӑн специалисчӗ» ҫине куҫарнӑ. Аферистсем арҫынна укҫа-тенке сыхласа хăварас тесен ҫӗнӗ телефон туянмаллине, 3 миллион тенкӗ харпӑр укҫа-тенкӗ хывса «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫармаллине ӗнентернӗ. Унтан вӗсем уфимеца 1 миллион тенкӗ кредит панӑ имӗш. Ӑна хупас тесе шар курнӑскер хӑйӗн пӳлӗмне сутнӑ, илнӗ укҫана преступниксене куҫарнӑ. Пӗтӗмӗшле сиен 4 миллион тенкӗпе танлашнӑ.