Çутă çул
+10 °С
Облачно
Пурте Çĕнтерÿшĕн
28 Апреля , 05:16

Пишпÿлекре Çĕнтерÿ диктанчĕ çырнă

Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗнтерӳ диктантне ҫырнӑ пӗрлехи кун Пишпÿлекре Ҫӗнтерӳ диктантне ҫырнӑ.

Пишпÿлекре Çĕнтерÿ диктанчĕ çырнăПишпÿлекре Çĕнтерÿ диктанчĕ çырнă
Пишпÿлекре Çĕнтерÿ диктанчĕ çырнă

Апрелӗн 24-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗнтерӳ диктантне ҫырнӑ пӗрлехи кун, Пишпÿлекри çамрӑксен «Вектор» центрӗн площадкине Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн, Ача-пӑча ӳнер шкулӗн педагогӗсем, Пӗрремӗшсен юхӑмӗн специалисчӗсем, ҫамрӑксен политикин специалисчӗсем пухӑнса Ҫӗнтерӳ диктантне ҫырнӑ.
Диктант ыйтӑвӗсем хуравӑн тӗрӗс вариантне суйласа илесси пирки чӑнласах шухӑшлаттарнă.
Тестсене Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсемпе, унӑн паттӑрӗсемпе, ҫав хӑрушӑ вӑрҫӑн тӗп ҫапӑҫӑвӗсемпе урокӗсемпе ыйтусем кӗртнӗ.
Тимлӗх кирлӗ пулнă.
Мероприятие хутшӑнакансем пурте диктанта ӑнӑҫлӑ ҫырнӑ.
Диктант кӑтартӑвӗсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче паллӑ пулӗҫ.
#ДиктантПобеды2026
#БижбулякскийРайон

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрӑксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916

 

 

Пишпÿлекре Çĕнтерÿ диктанчĕ çырнă
Пишпÿлекре Çĕнтерÿ диктанчĕ çырнă
Пишпÿлекре Çĕнтерÿ диктанчĕ çырнă
Пишпÿлекре Çĕнтерÿ диктанчĕ çырнă
Пишпÿлекре Çĕнтерÿ диктанчĕ çырнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас