

Пишпӳлек районӗнчи волонтерсен юхӑмӗнчи ĕç-хĕлĕ ҫинчен Эльвира Тикшаева каласа парать:
«Пурнӑҫ ӗҫӗ — кашниншӗн вӑл хӑйӗн, анчах маншӑн вӑл — волонтер пуласси.
Волонтер пулни мӗне пӗлтерет? Волонтер вӑл — чун туртăмӗ, урӑхла май ҫук пурнӑҫ йӗрки.
Манӑн волонтер юхӑмӗнчи истори 2017 ҫултан пуҫланать, ун чухне ҫамрӑксен асоциаллӑ хӑтланӑвне асӑрхаттарас тӗллевпе эпӗ Сухоречка ялӗнчи ҫамрӑк волонтерсен «Единое сердце» ушкӑнне пухрӑм. Эпир пӗччен пурăнакан ял ҫыннисене пулӑшаттăмăр, Аслӑ Отечественнăй вӑрҫӑ салтакӗсене асăнса лартнă обелискĕн территорийӗнче йӗрке тăваттăмăр, ковид вӑхӑтӗнче пулӑшрӑмӑр.
Халӗ вара «Единое сердце» вӑл — ҫитӗннӗ волонтерсен хӑватлӑ команди, манӑн анне Галина Габдрахманова ертсе пынипе, вӗсем СВОри салтаксене пулӑшаҫҫӗ, гуманитарка пухса хатӗрлеҫҫӗ. Эпир пурте Алевтина Васильева ертсе пынипе пӗр организм пек ӗҫлетпӗр».
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.