

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине уявланӑ ятпа пӗлтернӗ килӗшӳ вӑя кӗнӗ. Вӑл майăн 8-мӗшӗнче ҫурҫӗр тӗлӗнче пуҫланнӑ, майăн 10-мӗшӗччен пырӗ.
Палӑртнӑ вӑхӑтра РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонӑри мӗнпур ушкӑнӗ ҫапӑҫусем ирттерме пӗтӗмпех чарăнĕç. Унсӑр пуҫне ҫак тапхӑрта ракета ҫарӗсемпе артиллерийӗ, тинӗс тата сывлӑш базированийӗн пысӑк инҫӗшлӗ пысӑк тӗрӗс хӗҫ-пӑшалӗ, Украина хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем (ВСУ) вырнаҫнӑ вырӑнсене пилотсӑр ҫапакан вӗҫев аппарачӗсем (БПЛА) тапӑнассине чарса лартӗҫ.
Унсӑр пуҫне Раҫҫей ҫар ҫыннисем килӗшӳ вӑхӑтӗнче Украинӑри ҫарпа промышленноҫ комплексӗпе тата хӗҫпӑшаллӑ вӑйсемпе ҫыхӑннӑ инфратытӑм объекчӗсене атакӑламӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: РИА Новости/Михаил Метцель.
https://iz.ru/2093168/2026-05-08/nachalos-obiavlennoe-putinym-v-chest-prazdnovaniia-81-letiia-pobedy-peremirie