Çутă çул
+15 °С
Облачно

Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!

Хисеплӗ Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансем!

Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!
Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!


Хисеплӗ Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансем!
Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ — пирӗншӗн пуриншӗн те сӑваплӑ уяв. Шӑпах ҫак кун ҫӗнтерӳллӗ Хӗрлӗ Ҫар Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче юлашки точкă лартнӑ, ĕмĕрлĕхе сӳнми чапа тухнă. Пирӗн халӑх, ҫирӗп кӑмӑл кӑтартса, вилӗмсӗр паттӑрлӑх тунӑ, ун ҫинчен ӗмӗр-ӗмӗр асра тытӗҫ!
Рейхстаг ҫийӗн Хӗрлӗ ялав ҫӗкленнӗренпе 81 ҫул иртрӗ, анчах совет ҫыннисен паттӑрлӑхне асра тытасси паян кун та чӗрӗ. Вӑл ӑрусене пӗрлештерет, паттӑрла ӗҫсем тума хавхалантарать, чӗрене мӑн асаттесемшӗн мӑнаҫлӑхпа тултарать. Паян эпир хамӑрӑн хаклӑ та хисеплӗ ветерансене — тыл ӗҫченӗсене тата вӑрҫӑ ачисене — харсӑр ӗҫшӗн тата ҫӗршыва вӑрҫӑ хыҫҫӑн юсанӑшӑн вӗҫӗмсӗр тав тӑватпӑр. Эсир хаяр вӑхӑта чӑтса ирттернӗ, Пишпÿлек районне аталантарма хаксӑр ĕлĕш хывнӑ!
Паян Раҫҫейӗн каллех хӑйӗн никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлеме тивет. Пирӗн ҫар çыннисем мӑн асаттесен ӗҫне чыслӑ малалла тӑсаҫҫӗ, малти линире паттӑрлӑх кӑтартаҫҫӗ. Эпир вара, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи пекех, вӗсене пултарнӑ таран пулӑшса, тылра чӑмӑртанатпӑр. Эпир ҫак пӗрлӗхре — пирӗн вӑй тата пулас Ҫӗнтерӗвӗн никӗсӗ тесе çирĕп ӗненетпӗр.
Уяв ячӗпе, хаклӑ ентешсем! Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе!

Район Канашӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан А.А. ГАЛЕЕВ.

 

 

Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!
Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас