

Пишпÿлек районӗнче Ҫӗнтерӳ кунне уявланă. Официаллӑ тӗп мероприятисем — Ӗмӗрхи вут умне чечексем хуни тата чаплӑ митинг — Ҫӗнтерӳ паркӗнче тата район центрӗн тӗп площадĕнче пулнă. Кунта пирӗн районта пурӑнакансемпе хӑнасем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Тӑван çӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗленӗ совет халӑхӗн паттӑрлӑхне сума суса ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗтӗмӗшле савӑнӑҫа пайлама пухӑннӑ. Митинга хутшӑнакансен умĕнче район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Артур Галеев, тухса калаçнă, вăл Ҫӗнтерӳ кунӗ яланах чи сӑваплӑ уяв, Тӑван çӗршыва хӳтӗлес ӗҫре пирӗн ентешсен ҫирӗп кӑмӑлӗн символӗ пуласси çинчен каланă.
Уяв мероприятисем малалла тӑсӑлнă. Музейра «Уҫӑ алӑксен каҫӗ» акци иртнӗ. Каҫхине «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци пулнă тата «В списоках не значится» кинофильм кӑтартнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.