Çутă çул
+15 °С
Облачно

Пишпÿлекре «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци йӗркеленӗ

Пишпÿлек ялӗн тӗп площадĕнче Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци йӗркеленӗ.

Пишпÿлекре «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци йӗркеленӗПишпÿлекре «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци йӗркеленӗ
Пишпÿлекре «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци йӗркеленӗ

 

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пишпÿлек ялӗн тӗп площадĕнче Пишпÿлек районӗнчи Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци йӗркеленӗ.

Йӗркелӳҫӗсем малтанах площадкӑпа пулас ӳкерчӗке хатӗрленӗ. Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансем ҫуртасенчен кӑвакарчӑн контурне «Астӑватпӑр» тата «81» тесе ҫырнӑ.

Ку йӑла-йӗрке хитре курӑм кӑна мар. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче прожекторсем пирӗн хуласене тӑшман авиацийӗ тапӑнасран хӳтӗленӗ.

Паян вӗсен ҫути — тав тумалли тата ӗмӗр асра тытмалли символ.

Ҫак каҫ, кирек ӑҫта пулсан та, куҫа тӳпенелле ҫӗклӗр. Кашни пайӑрка сире хамӑр халӑх паттӑрлӑхне аса илтертӗр.

Патриотла акцие хутшӑннисене пурне те тав тӑватпӑр.

#Бижбуляк #БижбулякскийРайон
#НаследникиПобеды
#Росмолодежь
#БашМолодежь
#ВолонтерыПобеды

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

Пишпÿлекре «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци йӗркеленӗ
Пишпÿлекре «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци йӗркеленӗ
Пишпÿлекре «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци йӗркеленӗ
Пишпÿлекре «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци йӗркеленӗ
Пишпÿлекре «Ҫӗнтерӳ пайӑркисем» акци йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас