

Ермолкин ялӗнчи «Единство» волонтер ушкӑнӗ СВОри ҫӗнтерĕве ҫывхартас енӗпе район пухмачне хăйсен ĕлĕшне хывать.
Волонтерсен юхӑмӗ вырӑнсенчи обществӑпа пӗлтерӗшлӗ нумай кӑткӑс ыйтусене татса парас ӗҫре те, халӑхӑн тӗрлӗ сийне хастарлатас тата пӗрлештерес ӗҫре те ҫивӗч кирлине фактпа кӑтартса ҫулран-ҫул шанчӑклӑ вӑй илсе пырать. Пишпÿлек районӗнчи чылай ялта волонтер ушкӑнӗсем йӗркелесе хастар ӗҫлени савӑнтарать. Вӗсем йышлӑн пулса кайни Раҫҫей ҫарӗсен тылне ятарлӑ ҫар операцийӗ вăхăтĕнче пӗтӗм халӑх пулӑшнипе ҫыхӑннӑ.
— Пирӗн Ермолкин ялĕнчи «Единство» волонтер ушкӑнӗ район масштабӗнчи ыттисемпе танлаштарсан, ҫамрӑк пулсан та, вӗсен ӗнтӗ ӗҫлесе те, опыт та, хӑйсен витӗмлӗ кӑтартӑвӗ те пур, —тет Усак-Кичура пурăнакан Ильмира Вакиловна Хасанова ертӳҫӗ. -—Пишпӳлек районӗнчи волонтер ҫемйине официаллӑ майпа пырса кӗнӗ куна эпир 2025 ҫулхи ноябрӗн 14-мӗшне шутлатпӑр. Вӑл чылай ялсенчи пекех ялти Культура çуртӗнче уҫӑлчӗ.
Шӑпах тепӗр ялтан килнӗ ҫирӗп кӑмӑллӑ та хастар Ильмира Хасанова тăрăшнипе — Ермолкинра «Единство» волонтер ушкӑнӗ ĕçлеме тытăннă. Унта пенси умӗнхи тата пенси ҫулӗнчи ҫирӗм хӗрарӑмпа пӗр арҫын Владимир Васильевич Петров хастар хутшӑннӑ. Госпитальсем валли марля ҫыхӑсем ӑсталама виҫҫӗмӗш класра вӗренекен Ульяна Михайлова тӑтӑшах хутшӑнать, вӑл юратнӑ кукамăшĕ Галина Иосифовна Иванова патне хӑнана килет.
-— Пурнăçлакан ӗҫсен переченӗ районти ҫакнашкал ытти общество пӗрлешӗвӗсемпе нумай енчен пӗр килет. Эпир те кунта уйрӑмлӑх мар, — сӑмахне малалла тӑсать Ильмира Вакиловна. — Ҫур ҫул хушшинче курӑк чей хутаҫӗсем, вăрах ҫунакан шӑрпӑксем ҫителӗклӗ туса хатӗрлерӗмӗр ӗнтӗ. Антидрон тетелӗсем ҫыхатпӑр, госпитальсем валли марльă салфеткӑсем тӑватпӑр, блиндаж ҫуртисем тултаратпӑр тата ытти те. Госпиталь валли Ермолкин ялӗнчи волонтерсем вафель алшӑллисем ҫӗленӗ. Ҫӗлеме Альбина Петровна Петрова, Людмила Фроловна Сергеева материал пачӗҫ. Вера Григорьевна Алексеева вӗсене килĕнче ҫӗлерӗ. Блиндаж ҫуртисене тултарма хурт ӑвӑсӗ нумай параҫҫӗ — несӗл хурт-хăмӑр ӑстисем Георгий, Владимир тата Петр Туймуковсем, Сидоровсен ҫемйи, Владимир Петров, Фарит Фаррахов, Петр Михайлов, Петр Васильев. Блиндаж ҫурти тултарнӑ ҫӗрте пирӗн тӗп специалист ял старости Владимир Васильевич Петров шутланать.
Петровка тата Ермолкин ялӗнче пурӑнакансем фронта пулӑшма укҫа-тенке районта пур икӗ фронт счечӗ ҫине куҫараҫҫӗ. Волонтер ушкӑнӗн ӗҫӗ валли материалсем туянма ҫак ялсенчен тухнисенчен те укçа-тенкĕ ушкӑн ертӳҫин счечӗ ҫине килет. СВО валли укҫа пуххисене хастар пулӑшакан ялсенчен тухнисене уйрӑмах палӑртас килет. Ку Роза Пантелеевна Лысенко. Чи пысӑк суммӑсене Михайловсен, Ефремовсен ҫемйисем, Васильевсен икӗ ҫемйи, Андреевсем тата Филипповсем куҫараҫҫӗ. Ирина Ивановна Волкова - пирӗн волонтерсен хастар пулӑшуҫи. Вӑл «Озонпа» «Вайлдберизра» волонтер ушкӑнӗ валли чи лайӑх хакпа материалсем шырать, саккас парать.
«Единство» волонтер ушкӑнӗн ӗҫӗпе паллашнӑ чухне районти библиотека тытӑмӗн ӗҫ ветеранӗ Венера Васильевна Васильева ертсе пыракан бухгалтер отчечӗ тӗлӗнтерчӗ. Ҫакӑн пек журнала кашни тунӑ ӗҫ ҫинчен, пурте курмалла укҫа-тенкӗ ятран куҫарни ҫинчен ӑҫта та пулин сайра курӑн. Кунта пӗтӗмпех витӗр курӑнать. Усак-Кичури вӑтам шкулта вӗрентекен Фаиз Тимерханович Хасанов — ӗҫ материалне илсе килекен автоволонтер. Ҫакӑн пек пӗрлӗхре яланах йӗрке тата лайӑх кӑтарту пулӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.