

Июнӗн 1-мӗшӗнче эрнесерен иртекен оперативлӑ канашлу вӑхӑтӗнче Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑн пысӑк наградисене икӗ ҫар ҫыннине панă.
Салават Юлаев орденне «Башкортостан» полкӑн реактивлӑ артиллери батарейин командирӗ Александр Козоногов, Шаймуратов орденне Раҫҫей Следстви комитечӗн ҫар следстви пайӗн дознавателӗ Сергей Евстафьев тивӗҫнӗ.
Пуҫлӑх боецсене паттӑрлӑхӗшӗн тав тунӑ, республика малашне те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшасса шантарнӑ. Вӑл Пушкӑртстан ҫыннисем хӑйсен салтакӗсемпе мухтаннине палӑртнă, пулӑшу мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ пырасса шантарнă. Радий Хабиров ҫавӑн пекех республика малалла та гуманитари конвойӗсем ярассине, вӗсем боецсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме, вӗсен пурнӑҫне сыхласа хӑварма пулӑшассине палӑртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: glavarb.ru