

Малти линири боецсене пулӑшасси Пушкӑртстанри вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсемшӗн пӗр сӑмахсӑр приоритет пулса юлать. Республикӑн вӑрман хуҫалӑх министрӗ Марат Шарафутдинов пӗлтернӗ тӑрӑх, черетлӗ гуманитари тиевне Янаул районӗнчен ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ӑсатнӑ — хальхинче ҫар ҫыннисене 10 кубометр хӑма илсе ҫитернӗ.
Тиеве вырӑнти вӑрман ӑстисен вӑйӗпе йӗркеленӗ, вӗсем пӗтӗм ӗҫ ярӑмне хӑйсем ҫине илнӗ: йывӑҫ хатӗрлессинчен тата касассинчен пуҫласа тиесе ӑсатасси таранах. Хӑмасем фронтра блиндажсене йӗркелеме, фортификаци сооруженийӗсем тума тата огневой точкӑсене ҫирӗплетме кирлӗ — уй-хирте кун пек конструкцисен пахалӑхӗ харпӑр йыш хӑрушсӑрлӑхне тата пурнӑҫне сыхласа хӑварассине тӳрремӗнех витӗм кӳрет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: forest.bashkortostan.ru