

Ҫак ҫынсем ҫинчен ырӑран та ырӑ сӑмахсем калас килет. Ситекри «Ситек вӑрҫа валли» ушкӑн 2023 ҫулӑн март уйӑхӗнче Наталья Ивановна Клишина тӑрӑшнипе йӗркеленсе кайрӗ. Ушкӑнра пӗр-пӗрне ӑнланса, килӗштерсе ĕçлеççĕ. Вӗсем мӗн-мӗн тунине ҫырса та пӗтереймӗн! Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли мӗн кирлӗ пулма пултарать, аманнӑ салтаксене мӗн кирлӗ, ҫавна пурне те тума тӑрӑшаҫҫӗ, пуҫтараҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗ ĕçсем уйласа кăларса салтаксене пулăшма укҫа тупма тăрăшаççĕ. Нумайрах маскировка сеткисемпе антидрон сетьĕсем ҫыхаҫҫӗ. Ушкăна Наталья Гильдеева, Гуля Кузьмина, Светлана Суркова, Елена Михайлова, Ритта Иванова, Татьяна Григорьева, Раиса Шакина, Нина Кузьмина, Луиза Гришина, Галина Аливанова, Светлана Семенова, Светлана Андреева, Наталья Клишина ялан хутшăнаççĕ. Эсир пурте питĕ маттур!
Килтен пулӑшакансем те нумай - кам укҫапа, кам япала туса парать, кам ҫимелли илсе килет. Пурне те пысӑк тав!
Ҫакӑн пек хӗрӳ вăхăтра нимпе те пулӑшманнисем те пур, анчах та халь вӗсем ҫинчен калаҫас килмест.
Мария Семенова, Ситек ялĕ.
https://vk.com/id882736637