Çутă çул
+15 °С
Дождь

Пушкӑртстанри ҫемье автомобиле СВОна панӑ

Благовещенскра пурӑнакансем Дмитрий Батухтинпа унӑн мӑшӑрӗ хӑйсен УАЗне ятарлă çар операци нушисем валли «Казак» позывнойлă ентешне пама шутланӑ.

Пушкӑртстанри ҫемье автомобиле СВОна панӑПушкӑртстанри ҫемье автомобиле СВОна панӑ
Пушкӑртстанри ҫемье автомобиле СВОна панӑ

Благовещенскра пурӑнакансем Дмитрий Батухтинпа унӑн мӑшӑрӗ хӑйсен УАЗне ятарлă çар операци нушисем валли «Казак» позывнойлă ентешне пама шутланӑ.

— «УАЗ» ӗҫсӗр тӑрать, эпир ӑна пама шутларӑмӑр, социаллă сетьсенче Петр гуманитари пулӑшӑвӗ пухса ӑсатассипе ӗҫлени ҫинчен хыпар куртӑмӑр. Ун патне шӑнкӑравлас терӗмӗр, вӑл шанчӑклӑ ҫын, СВО ветеранӗ. Унсӑр пуҫне Петрпа унӑн тусӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ӑсатас умӗн машинӑна хӑйсем те йĕркене кĕртме пулӑшаҫҫӗ, — каласа парать Дмитрий Васильевич.

— Фронтран УАЗ, автомобильсем, мотоциклсем, питбайксем нумай ыйтаççĕ. Фронтран кашни эрнере тенӗ пек ҫыраҫҫӗ. Нумаях пулмасть шӑнкӑрав пулчĕ — ҫамрӑкӑн ашшӗ-амӑшӗ фронта питбайк парасшӑн — хӑйсен ывӑлне валли туяннӑ, анчах штраф илнӗ ӗнтӗ, ачи аманасран та хӑраҫҫӗ. Фронтра питбайк кирлӗрех пулать теҫҫӗ, - пӗлтернӗ Пушкӑртстанри Благовещенск районӗн пуҫлӑхӗ Анна Карабанова.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Анна Карабанован социаллă сечӗсем.

https://mgazeta.com/news/SVO/2026-06-23/semya-iz-bashkirii-peredala-avtomobil-na-svo-4727926

   

Пушкӑртстанри ҫемье автомобиле СВОна панӑ
Пушкӑртстанри ҫемье автомобиле СВОна панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас