

Пӗр кун ҫеҫ волонтерсем кӑштах канма пултараҫҫӗ, пирӗн вӑхӑтра кашниех фронта мӗнле пулӑшасси пирки шухӑшлать-ҫке. Çирĕклĕ волонтерӗсем ҫӗнӗ маскировка сетки ҫыхма тытӑннӑ, «леший» хӳтӗлев костюмӗ тума пулӑ тытмалли сетка рама ҫине карӑнтарнӑ. Урамра ҫу кунӗсем, пурин те килте ĕçсем, тӗллевсем нумай, ҫапах та волонтерсем ырӑ тума вӑхӑт тупаççĕ.
Волонтерсене пурне те чун хавалӗпе ӳт-пӳ сывлӑхне сунатпӑр! Эпир пулӑшма килекенсене кашнинех пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. Пирӗн клуб алӑкӗсем пуриншӗн те яланах уҫӑ! Эпир ирхи 10 сехетрен пуҫласа кӑнтӑрлахи апатчен ӗҫлетпӗр, кашни кун сире уҫӑ чĕрепе кӗтсе тӑратпӑр. Килӗр, эпир сире хамӑр мӗн пӗлнине хаваспах вӗрентӗпӗр. Пӗрле эпир тӗнчене ырӑрах тума пултаратпӑр!
#бижбулякскийрайон
#волонтеры
#СвоихНеБросаем
#БижбулякЗириклы
#бижбулякскийрайонзириклы
Сăнÿкерчĕкĕсем: Олеся Андрееван социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/lessy1972