

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Пăслăк ялӗнчи волонтерсен юхӑмӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшассин шăнăрĕ пулса тӑрать.
Хастар та ырӑ кӑмӑллӑ Валентина Алексеевна Митрофанова хӑй тавра ҫӗршыв кун-ҫулне чĕре патне çывăх илекен ялти хастар хӗрарӑмсене пухнă. «Плетем для фронта — Базлык» ятлă волонтерсен ушкӑнӗ кашни кун питӗ пысӑк ӗҫ тӑвать: маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, салтаксем валли посылкӑсем хатӗрлеҫҫӗ, ӑшӑ япаласем яраҫҫӗ, окоп ҫуртисем тăваҫҫӗ тата ытти те. 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа, тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ хӗрарӑмсем кашни ир малти линири ачасем мӗн ыйтнине тума клуба каяҫҫӗ. Пăслăкра уҫӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, сÿрĕк мар кăмăллă халӑх пурӑннине тӳрех палӑртас килет. Волонтерсем яланах кирлӗ материалсем валли хӑйсем укçа-тенкĕ пухаҫҫӗ. Анчах хӑш чухне ял ҫыннисем патне те кайма, васкавлӑ тӳлевсем пухма тивет.
- Эпир ыйтнине пурнăçлакан, укҫа-тенкӗ, пурлӑх пулӑшӑвӗ паракан ял ҫыннисене тав тӑватăп. Пире ялтан тухнисем, пирӗн шкултан вӗренсе тухнисем, ӗҫтешсем, туссем пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне пирӗн волонтер команди мӗнпур гуманитари пухӑвӗсене, ыр кӑмӑллӑх ярмӑрккисене, СВОна халалланӑ концертсене тата отпускниксемпе тӗл пулусене хутшӑнать. Пирӗн вӑй-хал, шухӑшсем ҫак ырӑ, сӑваплӑ ӗҫ ҫине куҫаҫҫӗ. Тавтапуҫ Пăслăк ял тӑрӑх пуҫлӑхне Юрий Александрович Васильева, пирӗн волонтер ушкӑнне пулӑшнӑшӑн. Вӑл хӑй те пухусене хутшӑнать, вырӑнти халăха явӑҫтарать, — тав тӑвать Валентина Алексеевна.
«Плетем для фронта — Базлык» волонтер ушкӑнӗ пирки сӑмах хускатсан пурте вилнӗ Минсылу Марваровнана тав туса аса илеҫҫӗ.
Фронт валли сеткăсем ҫыхма тытӑнас сӗнӳ малтан унран килнӗ. Пӑшӑрханнӑ, ҫак ӗҫе ялта пуҫлама чӗннӗ. Малтан ушкӑнра 30 ҫын пулнӑ, кайран 24 юлнӑ, халӗ вара ытларах 17 ҫын ҫӳрет — ку ушкӑнӑн тӗп шăнăрĕ. Хутшăнма пăрахнин кашнин хӑйӗн сӑлтавӗсем пур: хӑшӗ-пӗри сывлӑхӗ хавшанипе çÿремест, хӑшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ, хӑшӗ-пӗрин мӑнукӗсене пӑхмалла. Сетка ҫыхма пуҫласан пӗрремӗш хутӗнче пурте кирлӗ пек лайӑх пулса тухман, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн касма, ҫыхма, гирляндӑсем ҫакма, миксовка тума, ҫивӗтлеме вӗреннĕ. Кашни кун йӑнӑшсене тĕрĕслессипе ӗҫ пырать. Çакăн пек йывӑр ӗҫ пулсан та хӗрарӑмсем халӗ куҫне хупса ҫыхма пултараҫҫӗ ӗнтӗ. Кашни плетельщикӑн хӑйӗн тивӗҫӗсем пур. Лариса Ивановна Исаевапа Анна Николаевна Алексеева — касакансем. Хӑйсен ӗҫне питӗ яваплӑ пурнăçлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен материалӑн кашни миллиметрӗпе тӗллевлĕ усӑ курмалла. Ҫӗвӗҫсем Светлана Ильинична Александровапа Римма Петровна Осипова салтаксем валли кутамккасем, подсумкӑсем ҫӗлеҫҫӗ. Маскировка изделийӗсем валли тӗссене ҫулталӑк вӑхӑчӗсемпе суйласа илмелле, ҫакна ушкӑн питӗ лайӑх пурнӑҫлать. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн, малти линири ачасем ыйтнипе, ытти йышши ӗҫсем те пуҫланнӑ. Капюшонлӑ маскировка плащӗсем — «Кикимора» - ҫыхма вӗреннĕ. Сеткă юлашкисенчен пулӑ тытмалли сеткăсемпе усӑ курса нашлемниксем яваҫҫӗ, вӗсем те боеца маскировкăлама пулӑшаҫҫӗ. Блиндаж тата окоп ҫуртисем тултарни нумай ӗҫ тата вӑхӑт кирлӗ. Ҫак ӗҫ те вара ҫирӗп хӗрарӑмсен хулпуҫҫийӗ ҫинче пулнă. Унсӑр пуҫне пунктран СВО боецӗсене гуманитари пулӑшӑвӗ пухса ӑсатаҫҫӗ. Кунта пирӗн хӳтӗлевҫӗсене пулӑшма ӑшӑ япаласем, харпӑр гигиена япалисем, кӗпе-йӗм, нуски, эмелсем, пыл, курӑк чейӗсем, милӗксем тата ытти те.
— Пирӗн волонтер ушкӑнне хутшӑнакан кашни ҫын-хӑйӗн Тӑван ҫӗршыв патриочӗн ҫутӑ сӑнарӗ. Чи ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен те яваплӑ ҫынсем пухӑннă кунта. Ҫӗре çити вӗсене пуҫ таяс тата ҫав тери пысӑк ырлӑх сунас килет. Пирӗн ӗҫре транспорт пулӑшӑвӗ яланах кирлӗ. Ку ӗҫре пире Геннадий Поликарпович Митрофанов автоволонтер пулӑшать. Вӑл гуманитари пулӑшӑвне районти пухмалли пунктсене хӑйӗн машинипе турттарать. Пысӑк тав ӑна. Ялти Культура çурчĕн заведующийӗ Ирина Васильевна Игнатьева яланах пирӗнпе малти ретре. Вӑл тата пур ӗҫре те хастар хутшӑнакан, канашҫӑ, пулӑшуҫӑ. Пирӗн ушкӑн членӗсем уйрӑмах хавхаланса ӗҫлеҫҫӗ. Килти хуҫалӑха тытса пыма та вӑй-хал ҫитет вӗсен тата ҫывӑх ҫыннисене тивӗҫлӗ тимлӗх уйӑраҫҫӗ, ялти общество ӗҫне хутшӑнма та ӗлкӗреҫҫӗ. Эпир, ушкӑн членӗсем, туслӑ пурӑнатпӑр, пӗр-пӗрне пурнӑҫра пулӑшатпӑр, хуҫалӑх ӗҫӗсенче пулӑшатпӑр, ҫемье
уявӗсенче тӗл пулатпӑр, — хӑйӗн чи лайӑх ял ҫыннисем ҫинчен хумханса тата мӑнаҫланса каласа парать Валентина Митрофанова.
Волонтерсен ушкӑнӗн членӗсем яла тирпей-илем кӗртес енӗпе Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программӑна хастар ырлаҫҫӗ. Контрактниксемпе, отпускниксемпе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ. Ҫак тӗлпулусене ӑшӑ, чунлӑ лару-тӑрура ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Чей ӗҫме анне юратӑвне хушса килти апат-çимĕç хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене хӑвӑртрах çӗнтерсе киле чӗрӗ-сывӑ таврăнма сеткăсем, ҫуртасем, посылкӑсем параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех чун-чӗре атмосферинче СВОна хутшӑнакансен ашшӗ-амӑшӗпе тӗлпулусем иртеҫҫӗ, унта кулленхи ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Пăслăк ялӗнчи пултаруллӑ ҫынсем пухӑннӑ ушкӑн районти тӗрлӗ мероприятисенчен айккинче юлмасть. 2025 ҫулта вӗсем «Тӑван ҫӗршывшӑн! Ҫӗнтерӳшӗн! Тӑван еншĕн!» конкурсра хутшăнса Гран-при ҫӗнсе илнĕ. Вӗсем «Раҫҫей-Руҫ» юрра шӑрантарнă. Сертификат укҫипе (4000 тенкӗ) фронт валли кирлӗ тавар туянса ҫар ҫыннисене посылка ярса панӑ. Волонтерсене Тӑван çӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн питӗ пысӑк тав! «Плетем для фронта — Базлык» ушкӑн членӗсем пурте «Башкортостан» 31-мӗш мотострелковăй полкӗн командованийӗнчен, полк командирӗнчен Ю.Меликов полковникран СВО зонинчи ентешӗсене гуманитари пулӑшӑвӗшӗн Тав ҫырӑвӗсем илнĕ. Ушкӑнӑн 11 членне «Фронта пулӑшнӑшӑн» медаль панă. Ытти хӗрарӑмсем те малашне хӑйсен тивӗҫлӗ наградисене илӗҫ.
Ҫак сеткăсем пирӗн салтаксене тӑшмансенчен пытараҫҫех, пирӗн хӗрарӑмсен ылтӑн аллипе тунӑ маскировка костюмӗсем, паллах, вӗсене хӳтӗлӗҫ! Мӗншӗн тесен кашни ир, ушкӑнӑн кашни ӗҫӗ кӗл тунинчен пуҫланать. Турӑ ҫырлахтӑр, ҫак кӗлĕсене илтчӗр, тахҫантанпах кӗтнӗ ҫӗнтерӳ килтӗр.
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Зульфида Муллагалеева.