

«Бишбалык» гастрономи фестивалӗ шайӗнче хӑнасене тутлӑ пулă шÿрпипе, атмосферӑпа савӑнтарнисӗр пуҫне ырӑ ӗҫсем те тунă. Уйрӑм предпринимательсене С.В. Трофимова тата Р.В. Тиманкина ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшакан акцин никӗсӗ пулса тӑнӑ чӗрӗ пулӑ панӑшӑн тав тӑватпӑр.
Уйрӑмах пысӑк тав — Пӗрремӗшсен юхӑмне! Хӗрсем пур тапхӑрта та хастар пулӑшнӑ, пӗрлӗхпе яваплӑхӑн чӑн-чӑн тӗслӗхне кӑтартнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче район администраци пуҫлӑхӗн Пишпÿлекри волонтер штабӗсен представителӗсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу иртнӗ. 35 700 тенкӗлӗх пулӑ сутнӑ мӗнпур тупӑша ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли ярасси пирки йышӑннӑ. Ҫак укҫана икӗ волонтер штабӗ хушшинче пӗр тан пайласа представительсене панă.
Пӗрлехи ӗҫсемпе эпир фронта кӑшт пулӑшма пултартӑмӑр. Пӗрле эпир — вӑй!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Александр Семеновăн социаллă сетьри страницинчен.