+20 °С
Ясно


Аит ялӗнчи волонтерсем питĕ чаплӑ мероприяти ирттернӗ. Фронт нушисене пурнӑҫлама 102 мӑшӑр хурӑн милӗкӗ хатӗрленӗ. Кашни милӗк пахалӑх тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ! Пурте самаях тачка, аврисене икӗ ҫӗрте ҫӗвӗсемпе ҫирӗплетнӗ, техӗмлӗ курӑксем — пĕтнĕк, метрÿшке, зверобой — хушнӑ. Унччен темиҫе ҫемье мӑшӑрӗ те 10-шар мӑшӑр милӗк хатӗрлесе панӑ.
Ялта пӗлтернӗ «10 мӑшӑр ҫыхса хур е 10 мӑшӑр милӗк туян, е фронт счечӗ ҫине 2000 тенкӗ кӗрт» акци малалла пырать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: «Все для фронта-Бижбуляк» волонтерсен ушкăнăн социаллă сетьри страницинчен.