

Пишпÿлек районне ӗҫлӗ визитпа килнӗ май Пушкăртстанри «Защитники Отечества» фонд филиалӗн ертӳҫи Гульнур Кульсарина граждансене йышӑннӑ. Вӑл ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе, вӗсен тӑванӗсемпе, ҫавӑн пекех волонтер юхӑмӗн представителӗсемпе тӗл пулнӑ. Ыйтусем тӗрлӗ характерлӑ пулнӑ, анчах кашнин тӗп шухӑшӗ — чи кирли, фонд йӗрӗпе чи пысӑк пулӑшу парасси тата пулӑшасси пулнӑ. Гульнур Кульсарина кашни чӗнӗве тӗплӗн тишкерсе кашни пирки кирлӗ ӗҫ туса ирттерессине шантарнă. Йышӑнӑва килнӗ район ҫыннисенчен нихӑшӗ те тимлӗхсӗр юлмӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/officialbiz