

Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов ертсе пынипе, СВО иртекен зонӑран таврӑннӑ ҫар ҫыннисене тата вӗсен ҫемйисене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтусемпе ведомствӑсен хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗ иртнӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ҫак категорири граждансем валли ӗҫе вырнаҫтарас тата хӑйсен ӗҫне уҫас енӗпе ӗҫ тата хушма мерӑсем сӳтсе явнă. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче хатӗрленӗ йышӑнусене пурне те ӗҫе илнӗ.
Хушса хӑварар, ӗҫе вырнаҫас ыйтусемпе СВО ветеранӗсемпе вӗсен ҫемйисен членӗсем яланах Пишпÿлекри халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центра е Пишпÿлек район администрацине кайма пултараҫҫӗ. Сире ӗҫ шырас е хӑвӑр ӗҫе уҫас ӗҫре тӗрлӗ енлĕ пулӑшу парӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.