

Белорецк районӗнчи Серменево ялӗнче пурӑнакан Бибинур Сафина муниципалитет администрацине хӑйӗн харпӑр автомобильне СВО зонине боецсене пама сӗннӗ. Хӗрарӑм решенийĕ ҫинчен район администраци пуҫлӑхӗ Азат Хакимов каласа панă.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Бибинур Аюповнан ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса вилнӗ. Анчах салтак амӑшӗ, ҫухату ыратнине пӑхмасӑрах, паян Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене пулӑшма пӑрахмасть.
«Эпир «Быть добру» ушкӑн волонтерӗсене машинӑна илсе кайма, унӑн техника шайне тӗрӗслеме, Белорецк хулине хӑваласа кайса малти линие ӑсатма хатӗрлеме ыйтрӑмӑр. Ку ахаль машина кӑна мар — окопри ҫынсене пулӑшни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗлекен амӑшӗнчен ӑшӑпа пулӑшу пайӗ. Эпир черетлӗ гуманитари конвойне ӑсатма хатӗрленетпĕр», — тенӗ Азат Хакимов.
Сӑнӳкерчӗкĕ: видео стоп-кадрĕ | Азат Хакимовăн МАКС.