Çутă çул
+18 °С
Облачно
Пурте Çĕнтерÿшĕн
3 Сентября , 06:05

Ырӑ ӗҫсем пӗрлештереҫҫӗ

Пишпÿлекри тĕп район больницин профсоюз хастарӗсем — Валентина Самигуллина тӗп бухгалтер, Анна Гиззатуллина бухгалтер, Елена Алексеева менеджер тата, паллах, пирӗн ҫамрӑк пулӑшуҫӑсем-ачасем—пӗрле 20 антидрон чаршавӗ ҫыхнă.

Ырӑ ӗҫсем пӗрлештереҫҫӗЫрӑ ӗҫсем пӗрлештереҫҫӗ
Ырӑ ӗҫсем пӗрлештереҫҫӗ

Пишпÿлекри тĕп район больницин тӗп тухтӑрĕ Марат Абдуллин харпӑр укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ, Анна Гиззатуллина бухгалтер ҫак пысӑк ӗҫе хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Пӗтӗмӗшле пулӑшӑва пула волонтерсем вӗрен — икĕ бухта 1000-шер метр туянма пултарнă! Ӗҫ вӗреме пуҫланă!
Пишпÿлекри тĕп район больницин профсоюз хастарӗсем — Валентина Самигуллина тӗп бухгалтер, Анна Гиззатуллина бухгалтер, Елена Алексеева менеджер тата, паллах, пирӗн ҫамрӑк пулӑшуҫӑсем-ачасем—пӗрле 20 антидрон чаршавӗ ҫыхнă.
Хатӗр чаршавсене пирӗн боецсене малалла ӑсатма пуху пунктне илсе кайнă ӗнтӗ.
Çав туслă ӗҫ вӑхӑтӗнче вара участокри суйлав комиссийӗн членӗ килнӗ, ҫитес суйлав пирки хыпарланă.
Вӑт ҫапла иртеççĕ те пирӗн кулленхи кунсем: ӗҫлетпӗр, пулӑшатпӑр, ҫыхатпӑр, хутшӑнатпӑр, пурне те пӗрле тӑватпӑр!
Тавах хӑйӗн вӑхӑтне, вӑйне, чун пӗр пайне пӗрлехи ырӑ ӗҫе хывакан кашни ҫынна!
Пӗрле вӑйлӑрах!

#СВОихнебросаем #СВОБижбулякЦРБ #роспрофздрав02 #волонтерыЦРБ
#Бижбулякскаяцентральнаярайоннаябольница

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек тӗп район больницин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/bizhbulikcrb

 

 

Ырӑ ӗҫсем пӗрлештереҫҫӗ
Ырӑ ӗҫсем пӗрлештереҫҫӗ
Ырӑ ӗҫсем пӗрлештереҫҫӗ
Ырӑ ӗҫсем пӗрлештереҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас