Çутă çул
+29 °С
Облачно
Пурте Çĕнтерÿшĕн
8 Сентября , 08:00

Путин Дагестанри СВО боецӗсене пулӑшмалли тытӑма лайӑхлатма хушнӑ

#владимирпутин

Путин Дагестанри СВО боецӗсене пулӑшмалли тытӑма лайӑхлатма хушнӑПутин Дагестанри СВО боецӗсене пулӑшмалли тытӑма лайӑхлатма хушнӑ
Путин Дагестанри СВО боецӗсене пулӑшмалли тытӑма лайӑхлатма хушнӑ

#владимирпутин

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 7-мӗшӗнче Дагестан пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Федор Щукинпа тӗл пулсан ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене регионти пулӑшу памалли тытӑма лайӑхлатма хушнӑ.

«Пулӑшу системи, ӑна ахаль тытса пымалла мар, вӑл аталанмалла, лайӑхланмалла. Кун ҫине хӑвӑр тимлӗхе ан чакарӑр тесе ыйтатӑп», — тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.

Вӑл Дагестанра пурӑнакансем СВО ирттерме тӳпе хывнине палӑртнă, республикӑн чылай представителӗ тӗрлӗ подразделенире команда должноҫӗсене йышӑннине палӑртнă. Путин ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшма Махачкалара «Ветерансен çуртне» йӗркелессине ырланӑ.

Щукин вара республикӑра ветерансене ҫӗр лаптӑкӗсемпе тивӗҫтерес ӗҫ те пынине хушса каланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 3 пин ытла участок илнӗ ӗнтӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/80706

https://iz.ru/2162539/2026-09-07/putin-poruchil-usovershenstvovat-sistemu-podderzhki-boitcov-svo-v-dagestane

 

 

Путин Дагестанри СВО боецӗсене пулӑшмалли тытӑма лайӑхлатма хушнӑ
Путин Дагестанри СВО боецӗсене пулӑшмалли тытӑма лайӑхлатма хушнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас