

Фронта пулӑшакан ҫынсемпе организацисем питӗ нумай. Вӗсенчен пӗри — волонтер ӗҫне хутшӑннӑ Пишпÿлекри «Культура волонтерӗсем» ушкӑн. Волонтерсем фронт валли кирлӗ япаласем, техника туянма тӑтӑшах укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ, маскировка сеткисем, нашлемниксем, антидрон сеткисем ҫыхаҫҫӗ, посылкӑсем пухаҫҫӗ, чейсем хатӗрлеҫҫӗ, ярмӑрккӑсене, ыр кӑмӑллӑх акцийӗсене, волонтер форумӗсене хутшӑнаҫҫӗ.
Пирӗн вӑхӑтра мӗн пулса иртнине ним вырӑнне хумасӑр юлма май ҫук.
Эпӗ ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсене май килнӗ таран пулӑшу парасси кашнин тивӗҫӗ тесе шутлатӑп. Кун пек чухне пӗтӗмӗшле ӗҫе кирек мӗнле тӳпе хывни те сулмаклӑ та пӗлтерӗшлӗ.
Гуманитари пулӑшӑвӗ пама хӑйсен ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ пухма хутшӑнакансене пурне те сӳрӗк мар пулнишăн, ыркӑмӑллӑхшӑн тав тӑвас килет!
Ушкӑн ертӳҫи Галина Ахметова.
#БижбулякскийРайон
#VолонтерыКультуры
#СВОихНеБросаем
#ТвориДобро
https://vk.ru/id166877679