

Ҫак УАЗпа Бакалари Валиуллин мӑшӑрсем кӑмпа татма, пулла ҫӳренӗ. Машинӑна сӑнанӑ, упранӑ, ҫулсем хушшинче вӑл ҫемье пайĕ пекех пулса тӑнӑ.
Нумаях пулмасть вара Наиля Зиганшиновнапа Ваниль Фалихович машинӑран уйрӑлма шут тытнӑ. Автомобиле боецсем валли СВО зонине панă.
«Машина ҫемье членӗ пекехчĕ, эпир ӑна яланах пăхнă. Анчах халӗ вӑл унта, малти линире, кирлӗрех. Пирӗн ачасене пулӑштӑр», — теҫҫӗ мӑшӑрсем.
Боецсене пулӑшасси Валиуллинсемшӗн тахҫанах ҫемье ӗҫӗ пулса тӑнӑ. Наиля Зиганшиновна маскировка сеткисем ҫыхнă, мӑшӑрсем кирлӗ материалсем туяннă. «Газельпе» вӗсен аслӑ ывӑлӗ Вадим вара гуманитари тиевӗсене СВО зонине пӗрре мар илсе ҫитернӗ пӗлтернӗ «Единая Россия Башкортостан» пабликра.
https://mgazeta.com/news/SVO/2026-09-22/suprugi-iz-bashkirii-peredali-avtomobil-dlya-boytsov-v-zonu-svo-4823057