

— Хушăлка ялӗнчи волонтерсем çакӑн пек принциппа ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ.
Хушăлка ялӗнче питӗ тăрăшуллă та ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ятарлă çар операци пуҫлансан ку ытларах малти линире тӑракан ачасемшӗн пулӑшнинче палӑрать. Ялти чылай ҫын укҫа-тенкӗпе пулӑшать, ярмӑркка валли продукци пухма е боецсем валли ӑсатма хутшӑнать, госпиталь валли нуски ҫыхать, лапша касать. Пурне те ятран асăнма май ҫук, мӗншӗн тесен май килнӗ таран пурте пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, хурт-хӑмӑр ӑстисем окоп ҫуртисем тума ӑвӑспа пайланаҫҫӗ.
Анчах Хушăлка ялӗнчи Культура çурчӗ ҫумӗнчи пирӗн ҫыхмалли пункт ҫинчен каласа парасшӑн. Вӑл 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Малтан масксеткăсем ҫеҫ ҫыхаттăмăр, унтан «Леший» костюмӗсем валли пӗрремӗш заявкӑсем тухрӗҫ. Малалла окоп ҫуртисем тултарма пуҫларăмăр. Ну, халӗ вара пирӗн ялти чи чаплӑ хӗрарӑмсенчен тăракан команда, умри кирек мӗнле ӗҫе те тытӑнать. Подсумкӑсем кирлӗ-и? Ҫӗлетпӗр! Сброссем? Пулать! Салтаксем валли пахча ҫимӗҫ, хатӗр-хӗтӗр? Пурте тем пысӑкӑш сумкӑсем йӑтса пыраҫҫӗ. Госпиталь валли салфеткӑсем е нуски ҫыхмалла-и? Кирлӗ, эппин тӑвӑпӑр! Шӑпах ҫапла ӗҫ тӑваҫҫӗ ывӑнма пӗлмен хӗрарӑмсем. Вӗсем — Ираида Петровна Андреева, Зоя Владимировна Андреева, Зоя Матвеевна Тютюник, Татьяна Михайловна Михайлова, Надежда Николаевна Михайлова, Надежда Борисовна Спиридонова, Любовь Иосифовна Борисова. «Боецсем валли тата нумайрах тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр ҫӗлесчӗ-ха, анчах лайӑхрах ҫӗвӗ машини ҫук!», — тет Ираида Петровна. Вӑл оверлоклӑ машинка тупнӑ ӗнтӗ, анчах машинкӑна юсамалла, кам майлаштарма пултарассине шыратпӑр.
Вӗсем ҫине пӑхсан, ӑҫтан ҫавӑн чухлӗ вӑй-хал тупӑнать-ши тетӗн? Кашни кун ялти Культура çурчĕ ҫумӗнчи ҫыхмалли пункта утаççĕ, килте пурин те пурте питӗ лайӑх йӗркепе, пур ӗҫе те вӑхӑтра тӑваҫҫӗ. Пирӗн хӗрарӑмсене чун-чӗререн тав тӑвас, тылри хаклӑ ӗҫченсене ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, тӑнӑҫлӑх сунас килет.
Наталия КОВАЛЬЦОВА,
Хушăлка ялӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Наталия Ковальцован харпӑр архивĕнчен.