Çутă çул
+10 °С
Ясно
Пурте Çĕнтерÿшĕн
8 Октября , 06:40

Çӗршывӑн хӑйӗн тылри паттӑрӗсене пӗлмелле

«Все для Победы Бижбуляк» волонтер ушкӑнĕн  яланхи пулӑшуҫи Тагир Василович Камаев хӑйӗн ӗҫ машинине салтаксене валли малти линие панă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Çӗршывӑн хӑйӗн тылри паттӑрӗсене пӗлмеллеÇӗршывӑн хӑйӗн тылри паттӑрӗсене пӗлмелле
Çӗршывӑн хӑйӗн тылри паттӑрӗсене пӗлмелле


«Все для Победы Бижбуляк» волонтер ушкӑнӗнче паллӑ пулӑм пулса иртнӗ. Вӗсен яланхи пулӑшуҫи Тагир Василович Камаев хӑйӗн ӗҫ машинине салтаксене валли малти линие панă.
Тагир Василович хӑй кирек мӗнле публикацисемпе сӑнӳкерчӗксенчен те пачах пӑрӑннă — вӑл чӗнмесӗр пулӑшма, айккинче юлма хӑнӑхнӑ. Анчах волонтерсен команди хальхинче шарламасӑр тӑма юрамасть тесе шутлать: ҫӗршывӑн хӑйӗн тылри паттӑрӗсене пӗлмелле.
Малти линире кустӑрма боецсемшӗн — ҫӑлса хăварнӑ пурнӑҫсем, вӑхӑтра илсе килнӗ медицина, боекомплектсем тата гуманитари пулӑшӑвӗ. Ыттисене ҫӑлассишӗн хӑвӑн автомобильне пани — харсӑрлӑхпа гражданла паттӑрлӑхӑн чи пысӑк шайӗ.
Волонтерсем Тагир Василовичран унӑн принципне пӑснӑшӑн каҫару ыйтаҫҫӗ, анчах ун пек тумасӑр тӑма пултарайман вӗсем. Команда хӑйӗн юлташӗпе вĕçĕмсĕр мухтанать, унпа унӑн ҫемйи те мăнаçланать. Ӑна вӗри чӗрешӗн, ҫуралнӑ сӑпайлӑхшӑн тата вӑл тивӗҫтерекен шанчӑклӑ, ҫирӗп тылшӑн пуҫ таять. Сывлӑхпа вӑрӑм ӗмӗр сунать!
Тагир Василович пек ҫынсем ҫинче пирӗн ҫӗр тата пӗрлехи Ҫӗнтерӗве ӗненни тытӑнса тӑрать!
«Все для Победы Бижбуляк» ушкӑн материалӗсем тӑрӑх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/officialbiz

 

Çӗршывӑн хӑйӗн тылри паттӑрӗсене пӗлмелле
Çӗршывӑн хӑйӗн тылри паттӑрӗсене пӗлмелле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас