Пушкӑртстанри 1 млн ытла пенсионерне пӗр хутчен паракан 10 пин тенкӗ пурне те тӳлеҫҫӗ. Кун пирки Пенси фончӗн регионти уйрӑмӗн пресс-службинче пӗлтерчӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн указӗпе, РФ территорийӗнче ялан пурӑнакан тата 2021 ҫулхи августӑн 31-мӗшӗ тӗлне пенси илекен граждансем тÿлеве илеççĕ.
Ҫав хушӑрах укҫа-тенкӗ ӗҫлекен тата ĕçлемен пенсионерсене те, ҫавӑн пекех инвалидлăхпа пенси илекенсене те, тарантакана ҫухатнисене те тивӗҫет.
«Укҫа-тенкӗне кӑҫалхи сентябрьте проактивлă, урӑхла каласан, пӗр хутчен паракан тӳлеве илме заявлени кирлӗ мар, — ӑнлантарнӑ Пушкӑртстанри Раççей ПФ уйрӑмӗнче. — Кредит организацийӗсем урлӑ пенси илекен пенсионерсене (пенсие карточка çине куçаракансене) тӳлев сентябрӗн 2-мӗшӗнче ҫитет ӗнтӗ. Почта ҫыхӑнӑвӗн пулӑшӑвӗпе усӑ курса пенси илекенсем пенсипе пĕрле пӗр тӳлев илӗҫ. Пенсионер темле сӑлтавпа сентябрьте тӳлеве илме пултараймасть пулсан, ӑна октябрь уйӑхӗнче е каярахпа, ярса параççĕ».
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.