Октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пĕчĕк тупӑшлӑ ҫемьесем кашни уйӑхра паракан тÿлеве "Мир" карттӑ ҫинчен ҫеҫ илеççĕ, укçан е карттӑпа çыхăнман ахаль счет ҫинчен ҫеҫ илме пулать. Кун пирки РИА Новости пӗлтерет.
Сӑмах пӗрремӗш е иккӗмӗш ача çуралнипе тата ачана усрава илес (усыновление) тӗлӗшпе паракан пособисем ҫинчен пырать. Улшӑнусем пӗтӗм тӗнчери тӳлев системисен карттисем ҫине тӳлев илекенсене кăна тивет тата вклад (сберкнижка), номиналлӑ счет е почта урлă парса тӑракансене пырса тивмест.
Унччен Ĕç министерствинче каланӑ тӑрӑх, "Мир" карттипе кашни уйӑхра пособи илме ир срокра учета тăнӑ йывӑрлă хĕрарăмсене, йывăрлă çÿренĕ вăхăтра тата ача ҫуратнă хыççăн паракан пособисем, ача пӑхмалли пособисем, иккӗмӗшпе тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшĕн уйӑхсерен паракан пособисем, 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитиччен ачасемшӗн уйӑхсерен паракан тӳлев, 8 ҫултан пуҫласа 17 ҫулччен пӑхса ӳстернӗ тулли мар ҫемьесем валли уйӑхсерен Пенси фондӗнчен тата ӗҫсӗрлӗх енӗпе паракан пособисем илмелле тесе пĕлтернĕччĕ.
«Башинформ» информацийĕпе.