Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
14 Декабрӗн 2021, 15:17

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Кăрканти ватăсен çуртĕнче ватӑ ҫынсем мӗнле условисенче пурӑннине пăхнă

Республика Пуçлăхĕ районта татса памалли ыйтусем нумай пулнине палăртнă.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Кăрканти ватăсен çуртĕнче ватӑ ҫынсем мӗнле условисенче пурӑннине пăхнă
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Кăрканти ватăсен çуртĕнче ватӑ ҫынсем мӗнле условисенче пурӑннине пăхнă

2022 ҫулта Пушкӑртстанра ваттисене нумай вӑхӑтлӑха пӑхса тӑмалли пилот проектне хута ярӗҫ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ватӑ ҫынсем мӗнле условисенче пурӑннине пӑхнă, учреждени ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланнă. Уйрăм заведующийĕ  каланӑ тӑрӑх, 2015 ҫулта кунта апат-ҫимӗҫ блокне юсаса йӗркене кĕртнĕ, 2017 ҫулта пурӑнмалли пӳлӗмсене юсанӑ. 2022 ҫулта Пушкӑртстанра ваттисемпе инвалидсене нумай вӑхӑт хушши пӑхса тӑмалли тытӑма йӗркелемелли пилот проектне хута янине пула уйрӑмра сӗтел-пукан ҫӗнетме май пулӗ. Радий Хабиров ҫак ӗҫе тума хушнӑ.

Республика пуҫлӑхӗ уйрăм коллективне тав ҫырӑвӗ тата Çӗнӗ ҫул парни – прачечнӑй валли кӗпе-йӗм çумалли машини парнеленĕ.

"Эпир Пушкӑртстанра патшалӑхӑн социаллӑ учрежденийӗсен тытӑмне сыхласа хӑвартӑмӑр, вӗсем ҫине асӑрханса пӑхатпӑр. Куншӑн пирӗн Çемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗхӗн министерствине те тивӗҫлипе памалла, – тенӗ Радий Хабиров. – Паллах, кунта пысӑках мар кӑткӑслӑх пур, сӗтел-пуканпа, оборудованипе пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Ҫакна эпир майӗпен тӑвӑпӑр".

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Кăрканти ял ҫыннисемпе те калаҫнӑ. Вӗсем ялтан райцентра машинӑпа кӑна ҫитме пулать, мӗншӗн тесен ҫула юсамалла, автобус вара тӑтӑшах ҫук тесе каласа пачӗҫ. Регион ертӳҫи ҫак ыйтупа ӗҫлеме тата сĕнÿсене куҫ умне кӑларса тӑратма хушнă.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Кăрканти ватăсен çуртĕнче ватӑ ҫынсем мӗнле условисенче пурӑннине пăхнă
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Кăрканти ватăсен çуртĕнче ватӑ ҫынсем мӗнле условисенче пурӑннине пăхнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: