Çутă çул
+28 °С
Облачно
Социаллă хÿтлĕх
15 Декабря 2021, 04:02

Владимир Путин Ставропольери 13 çулхи хĕрачан ĕмĕтне пурнăçланă

#владимирпутин  

Владимир Путин Ставропольери 13 çулхи хĕрачан ĕмĕтне пурнăçланăВладимир Путин Ставропольери 13 çулхи хĕрачан ĕмĕтне пурнăçланă
Владимир Путин Ставропольери 13 çулхи хĕрачан ĕмĕтне пурнăçланă

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин "Ĕмӗтсен елки" акци шайӗнче Ставрополь хулинчи 13 ҫулхи хӗрача ӗмӗтне пурнӑҫланӑ, вӑл Санкт-Петербургри Мариински театра лекесшӗн пулнӑ. Кун ҫинчен ытларикун, декабрӗн 14-мӗшӗнче, журналистсене Ставрополье крайĕн правительствин информаци политикин управленийӗнче пӗлтернӗ.

"Паян Изобильноере пурăнакан шкул ачи Татьяна Т. Санкт-Петербургри Мариински театрне "Лебединое озеро" балет постановкине каять. Унӑн ҫак ӗмӗтне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӗрача ӗмӗтленнине çырнă шарике декабрь пуҫламӑшӗнче "Ĕмӗтсен елки" çинчен илнĕ, — тенӗ пӗлтерӳре.

Татьяна — нумай ачаллӑ ҫемьере аслӑ ача. Халӗ вӑл Санкт-Петербургра, унта вăл йывӑр чиртен сипленет. Хӗрача хореографи шкулне пӗтернӗ, балетпа кӑсӑкланать.

Ставрополье кӑҫал та акцие хутшӑннине палӑртаççĕ — регионта ача ӗмӗчӗсемпе эрешленĕ тӳрех темиҫе чӑрӑш лартнă.

https://iz.ru/1264397/

Сăнÿкерчĕкĕ:  РИА Новости/Игорь Руссак

Владимир Путин Ставропольери 13 çулхи хĕрачан ĕмĕтне пурнăçланă
Владимир Путин Ставропольери 13 çулхи хĕрачан ĕмĕтне пурнăçланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас