Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин каллех Мускав çывӑхӗнче пурăнакан 14 ҫулхи Маркпа калаҫнă. Арçын ачана декабрӗн 21-мӗшӗнче патшалӑх пуҫлӑхӗ "Елка желаний" акци шайӗнче гитара парнеленӗ. Унсӑр пуҫне Раҫҫей лидерӗ шкул ачине хваттер ыйтӑвне татса пама пулӑшнӑ. Марк Президента ҫӗнӗ хваттере куҫни ҫинчен, халӗ вара музыкӑпа вӗренӳ ӗҫӗпе аппаланма унӑн вырӑн ҫителӗклӗ пулни ҫинчен каласа панӑ.
Марк амӑшӗ Владимир Путина хӑйӗн кил-ҫурчӗ ҫукки ҫинчен, ачипе пӗрле пӗлӗшӗсем патĕнче хӑнара пурăнма тивни ҫинчен маларах каласа панӑ. Проблема ҫинчен пӗлсен Президент пулӑшма сӑмах панӑ, темиҫе кун каялла ҫемье хӑйĕн хваттерӗн уҫҫине илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: IZ.RU