Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
29 Декабрӗн 2021, 12:41

Динар Гильмутдинов депутат ачана парне панă

Пирӗнтен кашниех такамшӑн асамҫӑ пулма пултарать. "Елка желаний" район администрацийӗн холӗнче тӑрать.  

Динар Гильмутдинов депутат ачана парне панă
Динар Гильмутдинов депутат ачана парне панă

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи кун асамлӑх валли шӑпах вӑхӑт. Традицисенчен пӗри вӑл — "Елка желаний" ятли питӗ анлӑ сарӑлнӑ. Ҫак акци — ачасене тӗлӗнмелле асамлăха, ырра ӗненме пулӑшакан чӑн-чӑн марафон.

"Елка желаний" акцие Пишпӳлек районӗнче те хута янӑ. Акци шайӗнче сахал тупăшлă, нумай ачаллӑ, ăнăçсăр ҫемьесенчи ачасем парнесем илӗҫ.

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Динар Гильмутдинов Пишпӳлек районӗнче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă. Депутат марафона хутшăнчĕ те ача ӗмӗтне пурнӑҫларӗ — снегокат парнелерӗ.

 Район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов Набережнăй ялĕнчи нумай ачаллă çемьерен килнĕ çырури ĕмĕте пурнăçлать.

Пирӗнтен кашниех такамшӑн асамҫӑ пулма пултарать. "Елка желаний" район администрацийӗн холӗнче тӑрать.

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Сергей ИВАНОВ.

 

Динар Гильмутдинов депутат ачана парне панă
Динар Гильмутдинов депутат ачана парне панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: