Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
4 Кӑрлач 2022, 17:07

Хӑш-пӗр ҫын пенсие 2 ҫул маларах тухма пултарӗ

 Арҫыннӑн ӗҫ стажӗ – 25 ҫултан кая мар, хӗрарӑмӑн 20 ҫултан кая мар пулмалла.

Хӑш-пӗр ҫын пенсие 2 ҫул маларах тухма пултарӗ
Хӑш-пӗр ҫын пенсие 2 ҫул маларах тухма пултарӗ

Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пенси ӳсӗмне ҫитме пуҫланӑ хӑш-пӗр ҫынна тивӗҫлӗ канӑва маларах тухма ирӗк панӑ. Кун пирки «РИА «Новости» пӗлтерет.
Ҫак категорие камсем кӗреҫҫӗ-ха? Ҫын штат кӗскетнипе е организаци хупӑннипе ӗҫсӗр юлнӑ пулсан вӑл тивӗҫлӗ канӑва 2 ҫул маларах тухма пултарать. Анчах арҫыннӑн ӗҫ стажӗ – 25 ҫултан кая мар, хӗрарӑмӑн 20 ҫултан кая мар пулмалла.
Сӑмах май, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченпе ӗҫлемен пенсионерсен пенсийӗ индексаципе килӗшӳллӗн 5,9 процент хӑпарнӑ, чи пӗчӗк виҫе 8736 тенкӗпе танлашнӑ.

#Раҫҫейре, #пенси

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/

Хӑш-пӗр ҫын пенсие 2 ҫул маларах тухма пултарӗ
Хӑш-пӗр ҫын пенсие 2 ҫул маларах тухма пултарӗ
Автор:
Читайте нас: