Правительство председателӗ Михаил Мишустин вӗсен йышӗ 8,4 процент чухлӗ ӳсни ҫинчен калакан постановление алӑ пуснӑ.
РФ Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлеве инвалидсем, ветерансем, Чернобыльте пулнă çынсем, Раҫҫей Геройĕсем, ҫавӑн пекех производствӑра шар курнӑ граждансем кĕреҫҫӗ. Индексаци ачаллă ҫемьесен пособисен пайӗсене те пырса тивет. Сӑмахран, ача ҫуралсан пӗр хутчен панӑ пособи, ача пăхакана кашни уйăхра паракан пособи, ачана ҫемьене пӑхса ӳстерме илнĕ чухнехи пӗр хутчен панӑ пособи. Ача амăшне паракан маткапитала та пăхса тухĕç. Вăл пĕрремӗш ачашăн - 483,9 пин тенкӗрен пуҫласа 524,5 пин тенкӗ, иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшĕн - 693,1 пин тенкӗ таран пулĕ.
"МГ" информацийĕпе.