Малашне пĕр е икĕ ачана пăхса çитĕнтернĕшĕн — 4038, виççĕ е ытларах пулсан 5735 тенкĕ /кашниншĕн/ тӳлеççĕ.
Ултă е ытларах ачана воспитани пама йышăннă иккĕмĕш ашшĕне е амăшне, çавăн пекех ашшĕ е амăшне пĕччен чухне паракан хушма тӳлев те 5735 тенкĕпе танлашĕ. Проектпа килĕшӳллĕн усрав ашшĕ-амăшне тӳлекен пособи виçи 8,86% ӳсет.
Саккуна йышăнсан укçана кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен шутласа парĕç. Çавăн пекех ачаллă граждансене паракан пособисене /ĕçсĕр шутланакан граждансене тата ытти хăш-пĕр категорири хĕрарăмсене йывăр çын пулнă чухне, ача çуратнăшăн паракан пособисене, ачана уйăхсерен паракан пособие/ 8,86% индексацилеме палăртнă.
https://ok.ru/hypar/topic/154692524322224