Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
1 Апрелӗн 2022, 09:10

Путин çĕнĕ закона алă пуснă

Владимир Путин 8 çултан пуçласа 17 çула çитнĕ ачаллă çемьесене тÿлев укçипе тивĕçтересси çинчен калакан указа çирĕплетнĕ.  

Путин çĕнĕ закона алă пуснă
Путин çĕнĕ закона алă пуснă

Раççей Президенчĕн çакăн çинчен калакан указа право информаци порталĕнче пичетленĕ. Патшалăхăн укçа-тенкĕ пулăшăвĕ чухăнрах пурăнакан çемьесене кирлĕ.

Укçа-тенкĕ тÿлевĕ пуласси çинчен çĕршыв пуçлăхĕ март уйăхĕн 8-мĕшĕнче пĕлтернĕччĕ. Ун чухне вăл тÿлев апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕрессине палăртрĕ. Çынсем вара çав нухрата май уйăхĕнче алла илме пултарĕç. Указа пурнăçа кĕртме тĕрлĕ шайри бюджетран 500 млрд тенкĕ уйăрнă.

Кунта çакна та палăртмалла, укçа тÿлевĕпе çемьере çын пуçне пурăнмалли минимум виçинчен сахалрах категорисене лекекен çемьесене çеç тивĕçтереççĕ. Заявленине Госуслуги урлă пама пулать. Каярах хăвăр ыйтăвăрпа РФ Пенси фондне çитме пултаратăр.

https://ursassi.ru/news/novosti

Путин çĕнĕ закона алă пуснă
Путин çĕнĕ закона алă пуснă
Автор:
Читайте нас: