Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Социаллă хÿтлĕх
15 Апрелӗн 2022, 11:01

Шкул апатланăвĕ сентябрьте хаклăланма пултарать

Комитет ларӑвӗнче халӗ федераци шайӗнче 2022 ҫулхи сентябрь тӗлне хушма укҫа-тенкӗ уйӑрасси ҫинчен сӳтсе явни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Шкул апатланăвĕ сентябрьте хаклăланма пултаратьШкул апатланăвĕ сентябрьте хаклăланма пултарать
Шкул апатланăвĕ сентябрьте хаклăланма пултарать

2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа Пушкӑртра шкул ачисен ҫӑмӑллӑхлӑ категорийӗшӗн вӗри апат-ҫимӗҫ хакне индексациленӗ. Регионта ҫавнашкал 279 700 вӗренекен. Вӗсене пурне те апат-ҫимӗҫ ӳсӗм групписене тата апат-ҫимӗҫ режимне шута илсе тивӗҫтереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра пуҫламӑш классем валли ирхи апат 59,76 тенкӗ тӑрать, кăнтăрлахи апат - 67,12 тенкӗ. Пӗрремӗш сменӑра вӗренекен нумай ачаллӑ, сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем валли 67,21 тенкӗ таран тӳлевсӗр ирхи апат, иккӗмӗш сменӑра 77,54 тенкӗ тӑракан апат параҫҫӗ. 1-4 классенчи ОВЗ тата инвалидлăхпа ачасем шкулта икӗ хут 121,66 тенкӗпе тӳлевсӗр апатланаççĕ, асӑннӑ категорири шкул ачисене 5 класран пуçласа 11 класс таран - 141,36 тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
ПР Патшалӑх Пухăвӗн - Курултайӑн вӗренӳ, культура, ҫамрӑксен политики, спорт енӗпе ӗҫлекен комитет ларӑвӗнче пушкӑрт шкулĕсенче вӗри апат-ҫимӗҫ хакĕ ÿснин ыйтăвне сӳтсе яврӗҫ.
Кун пек лару-тӑрӑва шкул ачисен вӗри апатне ӳстерес хӑрушлӑхпа паян пур регионта та сӳтсе яваҫҫӗ. Комитет ларӑвӗнче халӗ федераци шайӗнче 2022 ҫулхи сентябрь тӗлне хушма укҫа-тенкӗ уйӑрасси ҫинчен сӳтсе явни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.


"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Шкул апатланăвĕ сентябрьте хаклăланма пултарать
Шкул апатланăвĕ сентябрьте хаклăланма пултарать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас