+3 °С
Уҫҫӑнах
#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ ӗҫлемен пенсионерсен пенсине, ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫине тата пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫине 10 процент индексацилессине ҫирӗплетнӗ.
Пенсипе пурӑнмалли минимума июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пысӑклатмалла. Ҫӗршыври вӑтамран пурӑнмалли минимум 12 919 тенке ҫитӗ. МРОТ июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗршывра вӑтамран 15 278 тенкӗ таран ӳсӗ. Раҫҫейри инфляци ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсемпе 15 процентран иртмест, - палӑртнă президент.
Владимир Путин пуш уйӑхӗн варринче пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе, пенсисене индексацилемелли, бюджетниксен тата ытти социаллă тӳлевне ӳстермелли мерӑсем сӗнме хушнă.
"Башинформ" информацийĕпе.