Ҫакнашкал сĕнĕве Раҫҫей Президенчӗ "Атте-анне мухтавӗ" орденпа наградӑланă ҫемьесемпе тĕл пулна чухне сӗннӗ.
Владимир Путин Ачасене хÿтелемели кун видеоконференцçыхăну режимӗнче "Атте-анне мухтавĕ" орденпа тивӗҫнӗ ҫемйисемпе тӗл пулу ирттернӗ. Президент ачаллӑ ҫемьесен пурнӑҫӗ ҫителӗклӗ тата пахалӑхлă тăвасси пирки ыйтăва нумай пулмасть Патшалӑх Канашӗн президиумӗн сессийӗнче сÿтсе явнине нине палӑртрӗ.
— Ун чухне эпир ӗҫтешсемпе нумай ачаллӑ çемьесене тивекен пулӑшу мерисене те сÿтсе яврăмăр. Тĕпрен илсен, çăмăллатнă ипотека программине малалла тăсатпăр — ҫав шутра сирĕн ҫемьесем валли те — 2023 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен. Пур ӗҫре те Президентӑн "О мерах по социальной поддержке многодетных семeй" Указĕнче палӑртнӑ кӑтартӑвне ҫӗнетме, анлăлатма калаҫса татӑлтӑмӑр, ҫав шутра, совет вӑхӑтӗнчи пек, "Амăшĕ-героиня" хисеплĕ ята каялла тавӑрма шутлатӑп, — палӑртрӗ Владимир Путин.
Ачаллă çемьесене пулӑшасси, ачалӑха амӑшӗсене хÿтĕлесси Раççейшӑн чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллев пулса тӑнине Президент тепӗр хут палӑртрӗ.
«МГ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Kremlin.ru