Социаллӑ пулӑшу паракан сферӑра уҫӑ чӗреллĕ çынсем ӗҫлемелле. Ҫавнашкал çынсен пĕри — халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр ĕçченĕ Пăслăкри Минслу Марваровна Видинеева пулса тăрать.
Социаллӑ службӑра Минслу Марваровна ăнсăртран пек лекнĕ, анчах паян шанать: шӑпах ҫак ӗҫре — унӑн тивӗҫӗ.
— Манӑн медицина пӗлӗвӗ. РайПО магазинӗнче нумай вӑхӑт ӗҫленӗ. Социаллӑ пулӑшу сферине 10 ҫул каялла килтĕм. Ку ансат ӗҫ маррине пӗлнӗ, чи малтан вăй нумай илет, ҫапах та килӗшрĕм — ваттисемпе яланах пӗр чӗлхе тупма пĕлнĕ эпĕ, — каласа парать Минслу Марваровна.
Малтанлӑха кӑткӑс пулнине Минслу Видинеева йышӑнать, аслӑ ҫулсенчи ҫынсем яланах сана йышăнма пуçламаççĕ, палламан ҫынна тӳрех шанмаҫҫӗ. Социаллӑ ӗҫченӗн ӗҫ кунӗсем тулăх, унӑн 20 çынна пăхмалла. Тивĕçĕсен шутне е, паян калашле, социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсен — кашни ватӑ ҫыншӑн анлӑ та уйрӑмшар. Чи пысӑк ӗҫ — килти хуҫалӑх. Ҫуллахи вӑхӑтра ваттисене пахчара пулӑшмалла, хӗлле — картишне юртан тасатмалла.
— Иртнӗ хӗл юр питĕ нумай ҫӑватчӗ, манӑн асаннесемпе асаттесенчен нумайӑшӗ, хӑйсен килӗпе пурӑнаканскерсем, яланах "юр блокадинче" пулатчӗҫ, — каласа парать социаллă работник. — Паллах, ватӑлса ҫитнӗ ҫынна юра хӑй вӑйӗпе пуҫтарма йывӑр, ҫавӑнпа хӗлӗпех алӑран кӗреҫе яман. Хамăн килти мунчана илсе каякан ватăсем те пур. Япалисене пурне те çуса тасататӑп.
Социаллӑ ӗҫченӗн тивӗҫӗсем хушшинче килте тӑрмашнисӗр пуҫне — продуктсем, эмелсем, таварсем туянасси, больницӑсемпе патшалӑх учрежденийӗсене ватăсене ӑсатасси, рецепт тӑрӑх медикаментсем илесси. Ҫаксене пурне те вӑхӑт, тӳсӗм, вӑй кирлӗ. Анчах та ватӑ ҫынсене çакнашкал пулӑшу кăна мар, чун-чӗре пулӑшӑвӗ кирлӗ.
— Хӑш чухне пурне те туса пĕтеретĕн, тухса кайма хатӗрленетӗн те, анчах пултараймастӑн: ватӑ ҫынна тем пӑшӑрхантарать, вӑл кӑмӑлсӑр, апла пулсан, калаҫмаллах. Чун-чӗрере ҫӑмӑлланни ҫинчен калаҫсан — ӗҫӳ кӑлӑхах мар иккенне ăнланатăн, — каласа парать Минслу Марваровна.
Вӗҫсӗр-хӗрсӗр ӗҫсен юхӑмӗнче хӗрарӑм хӑйӗн чун киленĕвĕсем валли те вӑхӑт тупать — бассейн, йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсене ҫулсеренех хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать. Минслу Марваровна общество ӗҫӗсене ялан хутшăнать, ялсене тирпей-илем кӗртес ыйтусемпе аппаланать, ҫавӑншӑн ӑна "Пăслăк ялӗн пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн" тав ҫырӑвӗ панӑ. Минслу Марваровна — "Çулталӑк хӗрарӑмӗ-2020" конкурсăн "Ачасене чӗрене паратӑп" номинаци ҫӗнтерӳҫи.
Минслу Марваровна признается, что поначалу было сложно, ведь
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Минслу Видинееван архивĕнчен.