Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
15 Июнӗн 2022, 13:48

Республикăра вакансисен шучĕ ÿсет

Çын квалификацийӗ кирлӗ вакансие юрӑхлӑ мар пулсан, вӑл "Демографи" наци проектпа вĕренме  пултарать.

Республикăра вакансисен шучĕ ÿсет
Республикăра вакансисен шучĕ ÿсет

Пушкӑртстанра ӗҫсӗр пӗр ҫын пуҫне икӗ ваканси ытла тивет, — пӗлтернӗ ПР ЦУРĕнче оперштаб хыҫҫӑн республикӑри ҫемье, ӗҫ тата социаллă хÿтлĕх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Юрий Мельников.

"Республикӑри ӗҫ рынокӗнче вакансисен шучӗ ӳсет. 2022 ҫул пуҫламӑшӗнче чакару сӑнанӑ пулсан, ӗнер эпир ӗҫ паракансенчен 50 пин сĕнÿ çитнине илтӗмӗр. Ӗҫсӗррисен шучӗ ҫав хушӑрах — 21,5 пин ҫын, урӑхла каласан, кашни ĕç шыракан пуҫне икӗ ваканси ытла тивет. Суйласа илмелли пур, ӗҫлеме май пур", — палӑртнă вӑл.

Юрий Мельников каланӑ тӑрӑх, ҫын квалификацийӗ кирлӗ вакансие юрӑхлӑ мар пулсан, вӑл "Демографи" наци проектпа вӗренмелли виҫӗ уйӑхлӑх тӳлевсӗр программа иртме пултарать.

Аса илтеретпӗр, РФ Ĕç министерстви Пушкӑртстан валли ҫулталӑкне 3 пинрен пуҫласа 5,5 пин ҫын таран ҫӗнӗ профессисене вӗренмелли квотăна ӳстернӗ. Ҫав хушӑрах вӗреннисенчен 75 проценчӗ кайран ҫӗнӗ специальноҫпа ӗҫлеме пуҫлать.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" архивĕнчен.

Республикăра вакансисен шучĕ ÿсет
Республикăра вакансисен шучĕ ÿсет
Читайте нас: