#владимирпутин
Путин правительствӑна нумай ачаллӑ ашшӗсене пенсие срокчен памалли ыйтӑва пӑхса тухма хушнă. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин правительствӑна нумай ачаллӑ ашшӗсене страхлав пенсине срокчен памалли ыйтӑва пӑхса тухма хушнӑ, кун пирки Кремль пресс-служби пӗлтернӗ.
"Раҫҫей Федерацийӗн правительствин нумай ачаллӑ ашшӗсене ватӑлса страхлав пенсине срокчен пама май пурри ҫинчен калакан ыйтӑва пӑхса тухмалла", — тенӗ Кремль сайтӗнче пичетленсе тухнӑ хушусен переченӗнче.
РФ правительствин председателӗ Михаил Мишустин ку ыйтупа октябрӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр доклад туса памалла, хушса хунă пресс-релизра.
Маларах Sputnik радио Владимир Путин ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу памалли практикӑсене салатма сӗннине пӗлтернӗ.
Çăлкуçĕ: РИА Новости.