-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Студентсемпе шкул ачисем çуллахи вăхăтра официаллă майпа ĕçе вырнаçсан хăйсен малтанхи пенси коэффициентне ĕçлесе илме пултараççĕ.
Ун пек чухне ĕçе вырнаçнă чухне электрон ĕç кĕнеки уçтармалла. Ашшĕсĕр е амăшĕсĕр ӳснине пула пенси илекен çамрăксем ĕçе вырнаçсан тӳлевсĕр юлмĕç, федерацин социаллă тӳлевне вара пама чарăнĕç. Ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе ĕçе вырнаçакансене вара федерацин социаллă тӳлевĕсĕр хăвармĕç. Ĕçе вырнаçни çинчен тӳрех Раççей Пенси фондне пĕлтермелле.
"Хыпар" издательство çурчĕн информацийĕпе.