#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин шӑматкун, августӑн 27-мӗшӗнче, Донецкпа Луганск халӑх республикисенчи (ЛДНР), ҫавӑн пекех Украинӑри беженецсене уйӑхсерен тӳлемелли тÿлев çинчен указа алӑ пуснӑ. Пулӑшу мерисем Раҫҫей чикки урлӑ 2022 ҫулхи февралӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа каҫакансене пырса тивеҫҫӗ. Ҫаплах инвалидсем кашни уйӑхрах 10 пин тенкӗ виҫепе социаллӑ тӳлев илӗҫ. Пĕрремĕш группа инвалидсене, ача-инвалидсене тата 80 ҫултан аслӑраххисене уйӑхсерен социаллă тÿллев çумне хушса 3 пин тенкӗ парĕç.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем уйӑхсерен 5 пин тенкӗ илӗҫ. Йывӑрлă хӗрарӑмсене пӗр хутчен 10 пин тенкӗ, ача ҫуралсан — 20 пин тенкӗ тӳлĕç.
Кашни ача валли уйӑхсерен тӳлев 4 пин тенкӗ, опекун валли — 15 пин тенкӗ пулĕ. Пӗртен-пӗр атте-анне пулсан кашни ача пуҫне 10 пин тенкӗ илĕ.
Ҫавӑн пекех шӑматкун Владимир Путин Украина гражданӗсен, ЛНР тата ДНР гражданӗсен срокне чармасӑр РФ хулинче пурӑнма право пурри ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сăнÿкерчĕкĕ: РИА Новости.