Февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Владимир Путин хушнипе ҫӗршывра чылай тӳлевсемпе пособисене индексациленĕ. Раҫҫейӗн социаллӑ фончӗ вӗсене 11,9% ӳстернӗ – пӗлтӗрхи инфляци шайӗпе килӗшӳллӗн.
Социаллӑ тӳлевсене индексацилеме 150 миллиард ытла тенкӗ янӑ.
Инденсациленӗ чи пӗлтерӗшлӗ пособисем хушшинче - ачаллӑ ҫемьесене, амӑшӗн капиталĕ, инвалидсемпе ветерансене тӳлесси.
– Республикӑра пурӑнакансем хӑйсене панӑ пособисемпе тӳлевсене унчченхи кунсенчех илме пуҫлаҫҫӗ. Социаллӑ фонд пенси фончӗпе социаллӑ страховани Фончӗн мӗнпур обязательствисене тата фондне туллин пурнӑҫлать, - тесе палӑртнӑ Раҫҫей Федерацийӗн Социаллӑ фонд уйрӑмӗн управляющийӗн ҫумӗ Фаниль Вахитов.
Раҫҫей Президенчӗ МРОТпа ытти кӑтартусене чăн тупӑшсен шайне витӗм кӳрекен индексацисем хӑвӑртлӑхпа пымаллине, инфляцирен ҫӳлерех пулмаллине палӑртнӑ. Владимир Путин каланӑ тӑрӑх, ҫынсен чӑн ӗҫ укҫи ӳсни тата чухӑнлӑха чакарни Раҫҫей влаҫӗсен приоритетĕнче пулмалла.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-02-03/v-rossii-po-porucheniyu-prezidenta-vyplaty-i-sotsialnye-posobiya-povysili-na-11-9-3129715